И.Я.Яковлев- чăваш халăхне çутта кăлараканĕ.

                 И.Я.Яковлев- чăваш халăхне çутта кăлараканĕ.

          Пултаруллă çынсем Чăвашьенре питĕ нумай. Вĕсенчен пĕри-И.Я.Яковлев.  Вăл чăваш халахĕшĕн хисеплĕ те чысла çын.Унăн хисепĕпе чапĕ халăхра çултан çул анлăрах сарăлса пырать. Шкула кайма хатĕрленекен ачасен ушкăнĕнчи ачасем  И.Я.Яковлев пурнăçĕпе пултаруллăхĕ çинчен презентаци пăхнă. Вăл пуриншĕн те питĕ нумай ĕç тунине курнă: пĕрремĕш алфавит, букварь, ачасене валли калавсем çырса кĕнекесем пичетленине, чăвашсене çутта кăларас тесе шкулсем уçнине курнă. Апла пулсан пире çутта кăларассишĕн нумай вăй хунă.  И.Яковлев çырнă калавсене ачасемпе вуланă. Вĕсенчен пĕрне «Шăшипе шăши çури» юмахне инсценировка лартнă. Ачасене рольсемпе выляма та, юмахне итлеме те питĕ килĕшнĕ.