Чăваш тĕррипе паллашасси.

                      Чăваш тĕррипе паллашасси

       Чăваш ен- çĕр пин юрă, çĕр пин сăмах, çĕр пин тĕрĕ»,-теççĕ. Чăваш тĕрринче тăван халахĕн историйе упранать. Унăн хитрелĕхĕ нихăçан та çухалмасть.

      Чăваш чĕлхин эрнине паллă туна май шкул çулне çитмен ачасен ушкăнĕнче чăваш тĕрри çинчен калакан заняти иртертĕмĕр. Наци тумтирĕн ÿкерчĕкĕсене пăхса тухрăмăр,унта мĕн тĕссем ытларах пулнине, авалхи легендăпа «виçĕ хĕвел çинчен» паллашрăмăр.

Унтан чăваш орнаменчĕсене тишкертĕмĕр. Вĕсемпе усă курса тутăр ÿкерессипе ĕçлерĕмĕр.

   Çакăн пек занятисем ачасене чăваш халăхĕн  кăмăл туйăмне, ырлăх-пурлăхне аталантараççĕ, хăйсен кĕçĕн Тăван çĕршывне юраттараççĕ, наци уйрăмлĕхĕсемпе, чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе кăсăкланма пулăшаççĕ.