Тăван Чăвашьен!
Ача садĕнчех ачасене тăван кĕтесе, атте-аннене, çут çанталăка, çĕршыва юратма, хисеплеме вĕрентсе пымалла. Çак тĕллеве лартса шкула кайма хатерленекен ачасен ушкăнĕнчи ачасемпе калаçу иртертĕмĕр. Анчах та ахаль калаçу мар, экскурси евĕрлĕ пулчĕ. Эпир хамăр тăрăхри , Хĕрлĕ Чутайри, Шупашкарти паллă çынсемпе, вырăнсемпе паллашрăмăр, тĕрлĕ çĕре çитсе куртăмăр.
Чăваш Республикин ялавне, гербне тишкертĕмĕр, унăн историпе паллашрăмăр. Карта çине пăхса хамăр çĕршыва тупрăмăр. Ачасене питĕ кăсăклă пулчĕ. Вĕсем питĕ тимлĕç, тĕрлĕрен ыйтусем пачĕç. Ача пăча вăййисене вылярăмăр.
Чăваш халăхĕ ĕлĕкренех питĕ ĕçчен пулнă. Ĕçсене пĕтерсенех вара çамрăксем урама тĕрлĕ вăййа пуçтарăннă. Эпир те ачасемпе чăваш вăййисене вылярăмăр: «Пиçихелле», «Ал татмалла», «Çĕрĕ валеçмелле», «Тутăрла». Ку вăйăсем ачасене питĕ килĕшрĕ.