Уяв «Вăйăра»

                                                      Уяв «Вăйăра»

     Чăваш çĕршывĕ - çĕр пин юрă çĕршывне пурте пĕлеççĕ  ĕнтĕ.  Питĕ нумай юрă хывнă  чăваш халăхĕ ĕлĕкренпех. Ĕçленĕ  чух та, савăнăçпа хуйхăра та чунĕсене юрă- ташăпа лăплантарнă. Нумай вăхăт иртнĕ пулсан та вăл хайĕн культурине, хисепне, илемне çухатман.

      Чăваш чĕлхин эрниине пĕтĕмлетсе шкул çулне çитмен ачасен ушкăнĕнче  «Вăйăра» уяв ирттертĕмĕр. Унта  ачасем илемлĕ чăваш тумĕсемпе юрăсем юрларĕç, ташăсем ташларĕç, халăх вăййисене  вылярĕç. Çавăн пекех чăваш çыравçăсен чăваш чĕлхи çинчен çырнă сăввисене вуларĕç.

    И.Я.Яковлев çырнă «Уçăлма тухнă шăши çури» калавне ачасем инсценировка лартса  кăтартрĕç. Ачасене  уяв питĕ килĕшрĕ. Вĕсем чăвашсен юрри- ташшисем илемлĕ пулнине туйса илчĕç, вăйăсем интереслине   палăртрĕç. Ытти чухне те выляма кăмăл тăвĕç.

    Ача сачĕнченех çавăн пек тăван çĕршыва, чĕлхене, культурăна, йăла- йĕркесене юратма, хисеплеме вĕренсе пырасса шанас килет. Çавăн чухне çеç  вĕсем нихăçан та манăçа тухмĕç.